Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче ирттернӗ мероприятире Людмила Кинер юрӑ авторӗсене аса илмен имӗш. Ҫакна Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукра ҫырнӑ. «Куракансем каласа пачӗҫ... Питӗ шел, концерт вӑхӑтӗнче авторсене аса илменнине ханӑхрӑмӑр ӗнтӗ... Юрӑҫсем куна вӑхӑт ҫуккипе сӑлтавлаҫҫӗ... Конкурсра та пулсан хӑть аса илесчӗ... Автор прависен саккунне ахаль ҫырмаҫҫӗ пек туйӑнать... Ҫакна шута илӗр-ха, тархасшӑн, Вера Севастьяновна Архипова, эх, совет саманинчех лайӑхчӗ ҫав.. Авторсене питӗ хисеплетчӗҫ... Концертсенче те авторсене аса илме пуҫласан тата та аванрах пулӗччӗ... Хамшӑн тӑрашатӑп тесе ан шутлӑр... Мана пачах та кӳрентермеҫҫӗ... Асӑнсах тӑраҫҫӗ... Хама хам хӳтӗлеме вӗренсе ҫитрӗм... Анчах та пурте ман пек чӑрсӑр мар ҫав...», — тесе ҫырнӑ Альбина Юрату.
Кӑҫал ача-пӑча театрӗсене тата сӑнав драма театрне субсиди сахалрах парӗҫ. Анчах вӗсене «Театрсем — ачасем валли» тата «Пӗчӗк хуласен театрӗсем» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн укҫа-тенкӗ малашне те уйӑрӗҫ.
Кӑҫал ача-пӑча театрӗсем, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 300 пин тенкӗ сахалрах илӗҫ. Пӗтӗмпе 3,7 миллион тенкӗ парӗҫ. Иртнӗ ҫул ку пулӑшӑва Ҫамрӑксен театрӗ тата Пукане театрӗ тивӗҫнӗ. Вӗсем ку укҫапа ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туяннӑ, ҫӗнӗ икӗ постановка сцена ҫине кӑларнӑ. Кӑҫал вара Ҫамрӑксен театрӗ Белянкинӑн «Юрату тата курайманлӑх» спектакльне хатӗрлӗ. Пукане театрӗ вара Тургеневӑн «Муму» спектакльне, Ганапольскаян «Алсиш» постановкине тата Пушкинӑн «Пулӑҫпа пулӑ ҫинчен хывнӑ юмах» спектакльне ачасене кӑтартӗ.
Сӑнав драма театре кӑҫал 5,6 миллион тенке тивӗҫӗ. Пӗлтӗр вара ку виҫе ҫур миллион тенке яхӑн ытларах пулнӑ. Кӑҫал театр ачасем валли «Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино ҫулҫӳревӗ» спектакль сцена ҫине кӑларӗ.
Ялсенчи культура ҫурчӗсене ҫӗнетмешкӗн 47 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Палӑртмалла: пӗлтӗрхинчен 9 миллион тенкӗ ытларах. Ку укҫапа районсенчи 57 культура ҫуртне юсаса ҫӗнетӗҫ.
Паян пирӗн ҫӗршывра Раҫҫей пичет кунне уявлаҫҫӗ. Ҫак уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вырсарни кунӗнче вара — Чӑваш пичечӗн кунӗ. Сӑмах май, пичет ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне кӑҫал кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче пухӑнӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсене саламласа ҫапла каланӑ: «Эсир ҫынсене ҫӗршыв пурнӑҫӗнчи тата тӗнчери пысӑк пулӑмсемпе, обществӑшӑн пӗлтерӗшлӗ хыпарсемпе вӑхӑтра паллаштаратӑр. Халӑха ҫутта кӑларас, социаллӑ ҫивӗч ыйтусене татса парас тӗлӗшпе те сирӗн ӗҫӗн хакӗ пысӑк.
Эсир яланах малти ретре, ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем, улшӑнусемпе паллӑ ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартатӑр, вӗсене хак паратӑр. Ку питӗ кӑткӑс тата яваплӑ ӗҫ, ҫапах ӑна пичет ӗҫченӗсем пысӑк шайра тата тивӗҫлӗ пурнӑҫласа пыраҫҫӗ. Ахальтен мар пӗлтӗр республикӑри кӑларӑмсенчен чылайӑшӗ Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗсенче ҫӗнтерӳҫӗсемпе лауреатсем пулса тӑчӗҫ».
Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнчи культура учрежденийӗнче пултаруллӑ ҫын ӗҫлет. Нумаях пулмасть Ирина Андреева «Культура ҫурчӗн чи лайӑх ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
Ирина Анатольевна мӗн пӗчӗкрен юрлама, музыка инструменчӗсем калама хӑнӑхнӑ. Ӳссен кам пулассине пӗлнӗ вӑл – музыка училищине вӗренме кӗнӗ. Диплом илсен ҫамрӑк специалист тӑван ялне таврӑннӑ, культура ҫуртӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта вӑл 29 ҫул вӑй хурать ӗнтӗ. Культура ҫуртне 13 ҫул ертсе пырать.
Сиккассинчи культура ҫурчӗ тӗрлӗ конкурса хутшӑса пӗрре мар грант ҫӗнсе илнӗ. Ку ял тӑрӑхӗнче пултаруллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Унта «Асам» вокалпа инструмент ансамблӗ, хор йӗркеленнӗ. Иккӗшӗ те халӑх ятне тивӗҫнӗ.
2014 ҫулта клуб «Республикӑри чи лайӑх культура учрежденийӗ» ята тивӗҫнӗ. Вӗсене 100 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ. Унпа ҫӗнӗ ҫи-пуҫ ҫӗлеттернӗ, музыка инструменчӗсем туяннӑ. Ирина Андреева малашне те ҫанӑ тавӑрса тӑрӑшасшӑн.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловкӑра пурӑнакансем ҫӗнӗ культура ҫурчӗ лартса панӑшӑн савӑнаҫҫӗ. Унччен уявсене кивӗ клубрах ирттерме тивнӗ.
Ҫӗнӗ объект Ҫӗнӗ ҫул умӗн хута кайнӑ. Унччен киве клуба кӑмака хутса ӑшӑтнӑ. Халӗ вара михайловкӑсемшӗн — ырлӑх: ӑшӑ, ҫутӑ. Халӑх та ытларах ҫӳреме пуҫланӑ.
Клубра вулавӑш вырнаҫнӑ, унта алӑстисен кружокӗ те ӗҫлет. Аваллӑха халалланӑ кӗтес те пур. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова михайловкӑсене клуба ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗрпе пуянлатмашкӑн 400 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ. Кунашкал пулӑшӑва республикӑри тепӗр 24 культура ҫурчӗ тивӗҫӗ.
Клубсене ҫӗнетмешкӗн ЧР правительстви пӗлтӗр 600 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Етӗрне районӗнчи Анат Мучар ялӗнче пурӑнакан ҫынсем культура ҫуртне юсасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ҫурта модернизаци программине кӗртнӗшӗн питӗ савӑнаҫҫӗ вӗсем.
Клуб кивелнӗ ӗнтӗ. Аппаратура та юрӑхсӑра тухнӑ. Пултарулӑх ҫыннисене костюмсем те кирлӗ. Ялта вара унашкал ҫынсем нумай. Унта «Мучар Ен» фольклор ушкӑнӗ ӗҫлет. Вырӑс юррисене юрлакан «Задоринка» ансамбль те пур, ачасем «Шевле» ушкӑна ҫӳреҫҫӗ. Ялта пӗтӗмпе 300-е яхӑн ҫын пурӑнать.
Культура ҫуртӗнче вулавӑш та пур. Унта ҫынсем яланах йышлӑн ҫӳреҫҫӗ. Унта алӑстисем те пухӑнаҫҫӗ. Ҫынсем вулавӑшра чӑвашла кӗнекесем вулама юратаҫҫӗ.
Кӑҫал республикӑра 4 культура ҫурчӗ хута ярӗҫ, 31 ҫурта юсаса ҫӗнетӗҫ, 25-ӗшне аппаратурӑпа тивӗҫтерӗҫ. Анат Мучар клубне те кӑҫал ҫӗнетӗҫ.
Чӑваш Енӗн культура, наци тата архив ӗҫӗсен министрӗ Константин Яковлев Вӑрнар районӗнче пулнӑ. Министр муниципалитетри культура учрежденийӗсемпе паллашнӑ тата вӗсенче ӗҫлекенсемпе курса калаҫнӑ. Министрпа вырӑнти тӳре-шара: район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев тата культура пайӗн пуҫлӑхӗ Ирина Алексеева — ҫӳренӗ.
Министр паллашӑва Ҫӗрпел ял тӑрӑхӗнчен пуҫланӑ. Вӑл унти Культура ҫуртӗнче, Хорнсорти клубра тата вулавӑшра пулнӑ. Юлашкинчен асӑннинче культурӑпа сывлӑх центрӗ тума пуҫланӑ, анчах ӗҫе вӗҫне ҫитермен. Константин Геннадиевич ял тӑрӑхӗнче лайӑх Культура ҫуртӗнче пуррине, унтах ӗҫлеме май пуррине палӑртнӑ. Ҫӗрпелти культура центрне те министр ырланӑ.
Хорнсорти вӗҫлемен объекта тӑвассине министр республика ертӳҫисемпе сӳтсе явма шантарнӑ.
Кӑҫал Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пулчӗ. Ҫул вӗҫленсе пырать. Ӑна пӗтӗмлетме вӑхӑт.
Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче республикӑра «Кино кунӗ» акци иртет. Ҫавна май кашни районтах кино кӑтартӗҫ. Ҫав кун 170 ытла лапам ӗҫлӗ. Культура ҫуртӗнче, вулавӑшсенче, музейсенче, кинотеатрсенче фильмсем кӑтартӗҫ.
Лапама килсе «Вовочка», «Девчата», «Охрана» фильмсене курма май пулӗ. Ҫавӑн пекех концертсем, куравсем, конкурссем, викторинӑсем пулӗҫ. Шупашкарта вара акци тӑватӑ лапамра иртӗ: «Волжский», «Синема 5», «Три пингвина» кинотеатрсенче тата ЧР электрон тата кинодокументаци патшалӑх архивӗнче.
Унччен ун вырӑнӗнче кивӗ ҫурт пулнӑ. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ялӗнче культура ҫурчӗ тума тытӑннӑ.
Ҫӗнӗ ҫурт 150 ҫынна йышӑнмалӑх пулӗ. Халӗ унта ӗҫ хӗрсех пырать. Проект пӗтӗмпе 27 миллион тенкӗлӗх кайса ларӗ. Культура ҫуртне ҫитес ҫулхи ҫулла туса пӗтерме палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ клуб хальхи требованисемпе килӗшсе тӑрӗ. Халӗ унта шыв тата газ пӑрӑхӗсене кӗртнӗ ӗнтӗ. Пушар сӳнтермелли тытӑма та лартнӑ.
Культура ҫуртӗнче мероприятисем, концертсем, спектакльсем иртӗҫ. Кунсӑр пуҫне унта фильм курма май пулӗ. Креслӑсем пуҫтарӑнӗҫ, ҫавӑнпа клубра волейболла, баскетболла та выляма май пулӗ.
Унчченхи клуба революцичченех хута янӑ. Хальлӗхе, ҫӗнӗ культура ҫуртне туса пӗтериччен, ҫынсем вулавӑша пухӑнаҫҫӗ.
Республика кунне тата Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа Шупашкарта «Ача-пӑча Акатуйӗ» фестиваль-конкурс ирттерме палӑртса хунӑ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пухӗҫ. Вӑл Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ паркра пулмалла.
«Ача-пӑча Акатуйне» йӗркелекенсем чӑвашсен ырӑ йӑлине тӗпе хурса ирттересшӗн. Уяв программине чӑваш юррин тата ташшин конкурсне (фольклор, халӑх тата эстрада сӗмӗллине те хаклӗҫ), «Ӗҫ ҫыннине мухтатпӑр» ӳкерчӗксен конкурсене, «Шупашкар хула паттӑрӗ» ятпа 9–10 ҫулти арҫын ачасем хушшинче вӑй виҫмелли ӑмӑртӑва тата ыттине кӗртнӗ.
Фестиваль-конкурса хутшӑнас текенсенчен Шупашкарти «Ровесник» (чӑв. Тантӑш) культура ҫурчӗ кӑмӑл пуррине палӑртакан ҫырусене ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнать. Вӗсене О. Беспалов урамӗнчи 2 «а» ҫурта ҫитерсе те, rovesnik@cbx.ru электрон пуштӑпа та ярса пама юрать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 23-04-66.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |